Адрес библиотеки: 429566, Чӑваш Республики, Сěнтěрвăрри муниципаллă округě , Карапаш ялӗ, Тӗп урам, 2-мӗш ҫурт;
Email: karbibl@narod.ru
Пӗтӗмӗшле площадь: 18 тӑваткал м.
Библиотека тытӑмӗ:
Библиотекарь (0,75 ст.): Алаева Елена Витальевна
Библиотекарь (0,25 ст.) Алаев Николай Михайлович
Ӗҫ графикӗ
Тунтикун - 12.00 - 16.30
Ытларикун -12.00 - 16.30
Юнкун - 12.00 - 16.30
Кӗҫнерникун - 12.00 - 16.30
Эрнекун - 12.00 - 16.30
Шӑматкун - 12.00 - 16.30
Вырсарникун - Канмалли кун
Тăхтавсăр
Пӗтӗмӗшле информаци (2023 ҫ.)
Фонд калӑпӑшӗ – 14677 экз.
Тапхӑр кӑларӑмӗсем – 6
Вулакансен хисепӗ-813 ҫын.
Кӗнекеҫӗ-21764
Библиотекӑна ҫӳрени - 15339
Специалистсен штачӗ-2 ҫын.
Библиотека тулашӗнче вулакансене тивӗҫтерекен пунктсем : Вӑрман-Пилемӗч, Кӗчкей ялӗсем
Специализаци : ҫемье-кану центрӗ.
Пулӑшу парассине пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерни
Карапаш ял библиотеки Сěнтěрвăрри муниципаллă округěнче , Карапаш ялӗнче, Тӗп урамра, 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Библиотека пӳлӗмӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ –18 тӑваткал м.; вӗсенчен усӑ куракансене тивӗҫтерме 9 тӑваткал м.; фонда упрама 9 тӑваткал м.
Кӑмака хутса ӑшӑтмалли 1950-мӗш ҫулсенчи кивӗ йывӑҫ (пӗрене) ҫурт (ӗлӗк унта ача ҫуратмалли ҫурт пулнӑ). 1969 ҫулта ҫурта юсаса ҫӗнетнӗ. 2004 ҫулта модель библиотекине уҫма косметика юсавӗ тума шутланӑ. Анчах эксплуатаци вӑхӑтӗнче пӗр тӗп юсав та пулман, ҫавна пула урай ишӗлсе аннӑ, мачча усӑнса аннӑ, кӑмакисем пушар хӑрушлӑхӗнче пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Карапаш ял библиотекине (вӑхӑтлӑха) Карапаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫуртне (пӗр пысӑках мар пӳлӗме) куҫарнӑ.
Библиотека 813 усӑ куракана тивӗҫтерет; вӗсенчен: 14 ҫулчченхи ачасем -196, 15 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем -130. Библиотека - ҫемье-кану центрӗ.
Библиотека фончӗ 14677 экземплярпа танлашать, ҫав шутра:
4 тапхӑр кӑларӑм, 8015 кӑларӑм чӑвашла; сервис пулӑшӑвӗсем: документсене пичетлесси, компьютер техникине хӑй тӗллӗн ӗҫлеме парасси. Интернет: usb-модем "Лимитсӑр интернет" Мегафон 286 Мбит таран/с, 1 ПК Интернета тухмалли тата библиотекӑн электронлӑ ресурсӗсем патне кӗмелли майсемпе. Интернет-сайтсен фильтрацийӗ "Интернет Цензор" программа туса кӑларать, вӑл сайтсен ирӗк панӑ "шурӑ списока" кӗмен Интернет ресурсне кӗме май парать.